АУ "Централизованная клубная система" Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 32 çул - кĕнекесен тĕнчинче

22 марта 2014 г.

22 марта 2014 г. ШĂМĂРШĂРИ Л.Сабитова (хĕр чухнехи хушамачĕ) пĕчĕкренех илемлĕ литература вулама юратнă. "Санăн библиотекарь пулмалла", _ шỹтлесе илнĕ пĕррехинче унăн амăшĕ. "Библиотекарь тетĕн-и? _ кĕнеке вулама чарăнсах амăшĕ çине тĕмсĕл- се пăхнă 9-мĕш класра вĕренекен Лилия. _ Çак ĕç интереслĕ пулассăн туйăнать..." Шăпа темелле-ши çакна? 1980 çулта Шăмăршăри вăтам шкулта аттестат илсен Лилия Çĕрпỹри культура училищин библиотекарьсем хатĕрлекен уйрăмне документсем леçнĕ. Пысăк конкурс пулнине пăхмасăр, вăл, шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕскер, студентка пулса тăнă. Мал ĕмĕтлĕ тутар хĕрĕ вĕренỹре "питĕ лайăх" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Икĕ çултан библиотекарь дипломне илсен Л.Сабитована тăван районах ĕçлеме янă. Ра- йонти тĕп библиотекăра Лилия Касимовна вулакансене кĕнекесемпе тивĕçтерекен уйрăмра _ абонементра библиотекарь биографине пуçланă. Уйрăм заведующийĕпе В.Волковапа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕ. Кĕнекесемпе тивĕçтернисĕр пуçне, библиотекарьсем вулакансен конференцийĕсем, диспутсем, çĕнĕ кĕнекесен тишкерĕвĕсем, выставкăсем йĕркеленĕ. 1983 çулта çамрăк библиотекарь культура пайĕн водителĕпе М.Чернышевпа çемье çавăрнă. Михаилпа Лилияна чунтан савăнтарса кил-йыша ывăл тĕпренчĕкĕ _ Юрий _ килнĕ. 1985 çулта Л.Чернышевана парти райкомĕн библиотекине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Унта та Лилия Касимовна библиотекарь тивĕçне юратса пурнăçланă. 1991 çултан тытăнса вăл ра- йонти ача-пăча библиотекинче вăй хунă. Н.Соргина заведующипе, Р.Владимирова методистпа, С.Ларионова библиотекарьпе пĕрле ачасем валли сахал мар мероприяти ирттернĕ. Кунсăр пуçне ялсенчи библиотекăсенче ача-пăча мероприятийĕсем йĕркелеме те пулăшнă. Библиотекăсен системинче реорганизаци ĕçĕсем иртнĕренпе Л.Чернышева Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекин ача-пăча уйрăмĕн- че вăй хурать. Шăмăршăри тата çывăхри ялсенчи ачасем кĕнекесен тĕнчипе туслă пурăнччăр тесе нумай тăрăшать Лилия Касимовна. Уйрăмра "Тăван енĕм _ Чăваш çĕр-шывĕ", "Вулав асамачĕ" (Культура çулталăкне халалланă), "Пурăннă пулнă юмахсем", "Кĕнекесен циркĕ" (çĕнĕ изданисем) куравсене тирпейлĕ йĕркеленĕ библиотекарь. Сергей Михалков, Корней Чуковский, Ольга Высоцкая тата ытти çыравçăсен произведенийĕсем тăрăх ачасемпе пĕрле театрализациленĕ мероприятисем ирттерни те _ курăмлă ĕç. Л.Чернышева хăй те юмах сăнарĕн костюмне тăхăнать. Ачасен çурхи каникулĕн тапхăрĕнче вăл "Ача-пăча кĕнекисен эрнине" йĕркелет. Мероприятисен планне хатĕрленĕ ĕнтĕ. "Çуллахи вулавсем" те пулаççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче "Раштав вулавĕ-сем" иртнĕччĕ. Халĕ Лилия Касимовна ачасемпе пĕрле "Мурзилка" журналăн 90 çулхи юбилейне халалланă мероприяти ирттерме хатĕрленет. Яланхи пекех, вăл ачасемшĕн интереслĕ пулĕ. И.МЕДВЕДЕВ. Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
429170 с.Шемурша, ул.Советская, д.3 тел. (83546)2-33-11, 2-33-14
e-mail: shemrdk@cap.ru    kult@shemur.cap.ru .   ser-kudrik76@yandex.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика