Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение "Централизованная клубная система" Шемуршинского района Чувашской Республики
Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Шемуршинского района Чувашской Республики.

Публикации » Пĕтмен-ха ялта пултаруллă çынсем!

26.03.2014

РАЙОНТА илемлĕ пултарулăх коллективĕсен Культура çулталăкне халалланă фестивалĕ малалла пырать. Иртнĕ эрнере Васанти культурăпа кану центрне те халăх лăк тулли пуçтарăннăччĕ. Концерт ачасен ансамблĕ шăрантарнă "Раççей çăлтăрĕ" юрăпа пуçланчĕ. Солистки - Юлия Полякова. Васан ял тăрăхĕн хорĕ юрланă "Раççейрен лайăххи урăх ним те çук" юрă та чун-чĕрене хумхантарчĕ. Çакна палăртмалла: илемлĕ пултарулăх коллективĕн репертуарне фестиваль тематикине тата тĕллевне шута илсе йĕркеленĕ. Ача-пăча ăсталăхне аталантарма тăрăшнине те ырламалла кăна. Васан шкулĕнче вĕренекенсем куракансене юрă-ташăпа чăн-чăн савăнăç парнелерĕç. Хĕрсен ансамблĕ "Аххаяс" чăваш ташшине илемлĕ ташларĕ. В.Исметова "Вырăс çĕрĕн телейĕ" юрăпа кăмăла çĕклерĕ. Паллах, Тихоновсемпе Ларшниковсем хутшăнмасăр мĕнле концерт иртĕ-ха? Хальхинче те Тихоновсен çемье ансамблĕ (унта Иванпа Петр çемйисем кĕреççĕ) темиçе номерпе савăнтарчĕ. Н.Ларшникова юрланă "Тур лаши туртать" юрă та, чи çамрăк артистка А.Ларшникова шăрантарнă ача-пăча юррисем те, "Виçял" фольклор ушкăнĕн юрри-такмакĕ те куракансене килĕшрĕç. Концерт программине Г.Полякова маттур ертсе пычĕ. Çавăн пекех Н.Андреев аккомпаниатор та хăйĕн пултарулăхĕпе ялта талантсем пĕтменнине яр-уççăн çирĕплетсе пачĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин хăй те концертри темиçе номере хутшăнчĕ. Фойере ал ăсти япалисен выставкине йĕркеленĕччĕ. Ял çыннисем З.Егорован, З.Васильеван, А.Ухваркинан, Л.Козлован, С.Семенован, Л.Исметован, А.Егорован, Е.Исметован, А.Полякован, А.Мердееван, А.Ефимован, К.Егорован, О.Сергееван, Г.Ларионован, Р.Сергееван, К.Антипован ăсталăхне пысăк хак пачĕç. Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Автономное учреждение "Централизованная клубная система" Шемуршинского района Чувашской Республики
429170 ЧР, с. Шемурша, ул. Советская, д.3
Телефон: 8(83546) 2-33-11