Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение "Централизованная клубная система" Шемуршинского района Чувашской Республики
Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Шемуршинского района Чувашской Республики.

Публикации » Çеçпĕл Мишши - пирĕн чĕрере

19.11.2014

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче чăваш халăхĕн чаплă поэчĕ, çулăмлă чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Юбилее пирĕн районта та анлăн паллă тăваççĕ. Акă Шăмăршă ял тăрăхĕн библиотекинче "Миллион чăвашăн юрăçи" ятпа кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Çулталăк вĕçленичченех кунта тĕрлĕ мероприятисем - литература портречĕ, литературăпа таврапĕлỹ конкурсĕсем, викторинăсемпе интереслĕ тĕлпулусем иртеççĕ. Литература тĕпелĕнче "Ман пурнăçăм хăш тусен леш енче..." ятпа асăну каçĕ иртрĕ. Поэтăн чи паллă сăввисем чăвашла та, вырăсла та илемлĕн янăрарĕç. Çеçпĕл Мишшин юбилейне халалланă савăнăçлă мероприятисем районти кашни шкулпа библиотекăрах иртеççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Автономное учреждение "Централизованная клубная система" Шемуршинского района Чувашской Республики
429170 ЧР, с. Шемурша, ул. Советская, д.3
Телефон: 8(83546) 2-33-11