Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение "Централизованная клубная система" Шемуршинского района Чувашской Республики
Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Шемуршинского района Чувашской Республики.

Публикации » Публикации » Савăнмасăр ăçтан чăттăр чун?

03.11.2016

«ХĂÇАН канатăн-ши, хресчен?» _ тесе çырнăччĕ эпĕ тахçан. Чăнах та, хула çыннисем пек санаторисемпе курортсенче, турист çулçỹревĕсенче пулаймасть ял çынни. Уй-хирте е фермăра вăй хурса ĕçленĕ хыççăн килне таврăнать те... каллех ĕçе тытăнать. Килти хуçалăха йĕркеллĕ тытса пыма та вăй нумай кирлĕ. Ача-пăчана та пăхмалла, мĕнле вĕреннине тĕрĕслемелле. Çак икĕ алă мĕн чухлĕ ĕç тумасть-ши? Ахальтен мар ĕнтĕ ял çыннине ĕçчен пыл хурчĕпе танлаштараççĕ. «Кăткă пек ĕçлет», _ текенсем те пур.

Çапах та уй-хирпе фермăра тăрăшакансем çулталăкра икĕ кун канма пултараççĕ. Пĕр кунĕ _ Акатуй, тепри _ Ял ĕçченĕсен уявĕ. 

НОЯБРĔН 2-мĕшĕнче Шăмăршă ялĕ пысăк ярмăрккăна аса илтерчĕ. Ялхуçалăх организацийĕсемпе фермерсем хăйсем тар тăкса çитĕнтернĕ пуянлăха сутрĕç, туянакансем те йышлăн пулчĕç. Тырă, пахчаçимĕç, утă-улăм, аш-какай, тислĕк... Хакĕсем те «çыртмаççĕ»: тулла килограмне _ 7 тенкĕпе, урпана _ 6 тенкĕпе, купăстана _ 8 тенкĕпе туянма пулчĕ... Шел, тырă пурин валли те çитмерĕ, шăмăршăсем самантрах илсе пĕтерчĕç.

_ Хамăр хуçалăха пырсан, пурне те тырăпа тивĕçтеретпĕр, _ терĕ «Колос» ООО ертỹçи Виталий Захаров. _ Ярмăрккăна мĕн чухлĕ илсе тухмаллине малтанах пĕлеймерĕмĕр. 

Патирекри Радик Севрюгинпа Радик Хамдеев фермерсем купăста сутрĕç. Шултăра та йывăр пуçсене туянакан та йышлă.

_ Эпĕ пахчаçимĕçпе ĕçлетĕп, _ пĕлтерчĕ Радик Давлетзянович. _ Çĕрулми, помидор, хăяр, пылак пăрăç, купăста çитĕнтеретĕп. Теплица та пур. Кăçал помидора кăна 20 пин тенкĕ ытлалăх сутрăмăр. Купăста та тупăшлă. 8 гектар çĕр пире нумай усă кỹрет.

Хамдеевсем йышлă выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ: икĕ ĕне, виçĕ вăкăр, хур-кăвакал... 40 çемье ытла пыл хурчĕсем тытаççĕ. Радик Давлятзянович ярмăрккăнакараслă пыл та, банкăпа та илсе тухнă.

Сăмах çумне сăмах, çемйи пирки те ыйтса пĕлтĕм. Виçĕ ача Хамдеевсен. Асли _ Рузалия _ врач, Ульяновск облаçĕн тĕп больницинче ĕçлет. Вăталăххи _ Резеда _ фармацевт, вăл та аппăшĕ пекех Ульяновскра пурăнать. Кĕçĕнни _ Ринас _ Çарпа космос академийĕн 4 курсĕнче вĕренет.

Кама кăна тĕл пулмарăм-ши çак кун? Чукалсем те, пашьелсем те, карапайсем те, чаткассем те, пуянкассисемпе палтиелсем те аякранах кăшкăрса саламлаççĕ. Уява ĕç ветеранĕсене те чĕнни, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вĕсене çăмăл автомашинăсемпе лартса килни аслă ăру çыннисене чĕререн савăнтарать.

... УЯВРИ пек капăрлатнă Культура Керменĕ паян хăна пуçтарать. Фойере ялсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсем ял ĕçченĕсене юрă-ташăпа кĕтсе илеççĕ.

Ялхуçалăх выставки те куçа илĕртет: Çĕр-анне пархатарĕ кунта килсе выртнă пекех туйăнать. Шел, фермерсем çитĕнтернĕ ялхуçалăх продукчĕсем курăнманпа пĕрех, мĕн пурри те «ятсăр».

Выставкăна йĕркелекенсен çитес çул çак çитменлĕх ан пултăр тесе тăрăшмалла. Кĕр мăнтăрĕ кунта туллин курăнтăрччĕ.

Уява саламлă сăмах каласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов уçрĕ. Владимир Васильевич ял ĕçченĕсене чун-чĕререн тав сăмахне каларĕ, «эсир маншăн чи çывăх тăван пекех хаклă» тесе пĕлтерчĕ. Кăçалхи çу кунĕсем шăрăх та типĕ килнине пăхмасăр, ялхуçалăх организацийĕсемпе фермерсем тухăçлă тырă, çĕрулми, сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтернĕ, çухатусăр пуçтарса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнỹсем çук мар. Савăнмасăр ăçтан чăттăр чун?

Çулталăкăн тăхăр уйăхĕнчи ĕçсем çинчен район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин туса панă доклад та кăмăла çĕклерĕ. Хăшпĕр цифрăсене çеç асăнам: кăçал районĕпе 18240 тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ. Кашни гектар- тан 19 центнер тырă, 141 центнер çĕрулми туса илни республикăра та лайăх кăтартусен шутĕнче. Пĕр условнăй пуç выльăх валли вăтам- ран 36,9 центнер апат хатĕрленĕ.

Пурĕ 5320 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă. Кăкарса ĕçлемелли ялхуçалăх техникине тирпейлĕ упрама лартнă.

Кăçалхи тăхăр уйăхра выльăх-чĕрлĕх пăхакансем аш-какай туса илессине пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7 процент ỹстернĕ, кашни ĕнерен 2957 килограмм сĕт сунă. Сурăхсен йышĕ 11,5 процент ỹсни те лайăх.

Ялхуçалăхне аталантарма кăçал патшалăхран 38,8 миллион тенкĕ субсиди илнĕ.

2017 çулта ял ĕçченĕсен 18,8 пин тонна тырă, 31 пин тонна çĕрулми, 1,6 пин тонна пахчаçимĕç, 3,4 пин тонна аш-какайпа 15 пин тонна сĕт туса илмелле.

Уява Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасем _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев, Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн ĕçĕсене туса пыракан Мансур Калмыков тата Федерацин Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнчи ветеринарипе фитосанитари надзорĕн управленийĕн ертỹçин çумĕ Николай Романов_ хутшăнчĕç. Паллах, вĕсем пушă алăпа килмен: ĕçре малта пыракансене Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Нумай ĕçчен район администрацийĕн 1 Хисеп грамотине илме тивĕçрĕ.

Уяв районти культура ĕçченĕсен чаплă концерчĕпе вĕçленчĕ.

И.САЛАНДАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Информация с сайта: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_id=587&id=2655229

Автономное учреждение "Централизованная клубная система" Шемуршинского района Чувашской Республики
429170 ЧР, с. Шемурша, ул. Советская, д.3
Телефон: 8(83546) 2-33-11